| 11103 | Ылтӑн алӑк хыҫӗнче пурнакан та йывӑҫ алӑк патне пырса шакканӑ тет. | Паракан — Илекен |
| 11104 | Ылтӑн анчах ватӑлмасть. | Паракан — Илекен |
| 11105 | Ылтӑн анчах кивелмест. | Паракан — Илекен |
| 11109 | Ылтӑн кӗмӗлтен мала тӑрать. | Паракан — Илекен |
| 11110 | Ылтӑн курман ҫынна йӗс те ылтӑн. | Паракан — Илекен |
| 11111 | Ылтӑн пӗрчин хакӗ пысӑк. | Паракан — Илекен |
| 11112 | Ылтӑн пӗчӗккӗ те хаклӑ. | Паракан — Илекен |
| 11113 | Ылтӑн пулӑ тытма ылтӑн вӑлта кирлӗ мар. | Паракан — Илекен |
| 11114 | Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑхсен йӑхӗ тахҫанах пӗтнӗ. | Паракан — Илекен |
| 11115 | Ылтӑн ҫӑраҫҫи хуть мӗнле алӑка та уҫать тенӗ. | Паракан — Илекен |
| 11116 | Ылтӑн ҫӗрӗшмест теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11117 | Ылтӑн ҫинче ылхан пур теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11118 | Ылтӑн ҫинчен калаҫсан вилнӗ ҫын та куҫне уҫса пӑхнӑ тет. | Паракан — Илекен |
| 11119 | Ылтӑн ҫунат ырлӑх ҫӗрне ҫитерет. | Паракан — Илекен |
| 11121 | Ылтӑн ҫути чӗрене суккӑр тӑвать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11122 | Ылтӑн тавра усал нумай. | Паракан — Илекен |
| 11123 | Ылтӑн тухнӑ ҫӗрте хаклӑ. | Паракан — Илекен |
| 11124 | Ылтӑн укҫа сарӑ шуйттан теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11125 | Ылтӑн укҫа ҫӗр ҫути теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11126 | Ылтӑн укҫа тимӗр хапхана та уҫать. | Паракан — Илекен |
| 11127 | Ылтӑн укҫа хурсан никӗс час ҫӗрмест теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11128 | Ылтӑн укҫа ылханать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11129 | Ылтӑн урлӑ усалли те ыррӑн курӑнать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11130 | Ылтӑн уҫӑпа ҫӑтмах хапхи те уҫӑлать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11131 | Ылтӑн хаклӑ — виҫене хурсан, тӑван хаклӑ — хисепе хурсан. | Паракан — Илекен |
| 11132 | Ылтӑн хакне ҫухатмасть. | Паракан — Илекен |
| 11133 | Ылтӑн хӑй кӑвакармасть, нумай ҫынна кӑвакартать. | Паракан — Илекен |
| 11134 | Ылтӑн хыҫӗнче усал пытанса ҫӳрет теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11135 | Ылтӑн хыҫҫӑн ан ыткӑн тенӗ. | Паракан — Илекен |
| 11137 | Ылтӑн ылтӑнах пулӗ, ыран та ҫавах юлӗ. | Паракан — Илекен |
| 11136 | Ылтӑн ылтӑнах, пӑхӑр айне пулас ҫук теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11138 | Ылтӑн ылханлӑ теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11108 | Ылтӑн-кӗмӗл ытлашши пулас ҫук. | Паракан — Илекен |
| 11139 | Ылтӑна вутпа тӗрӗслеҫҫӗ, этеме ӗҫпе тӗрӗслеҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11140 | Ылтӑнпа кӗмӗл чул чӗрене те ҫемҫетнӗ. | Паракан — Илекен |
| 11141 | Ылтӑнсӑр пурӑнма пулӗ, сывлӑхсӑр пурӑнма ҫук. | Паракан — Илекен |
| 11142 | Ыр сунса сутман тавар алла тӗс памасть. | Паракан — Илекен |
| 11143 | Ыр сунса сутманни алӑран тухмасть. | Паракан — Илекен |
| 11144 | Ыр тавар выртса тӑмасть. | Паракан — Илекен |
| 11145 | Ыр таваршӑн ыр укҫа. | Паракан — Илекен |
| 11146 | Ыр ыйтса илет, вӑрӑ вӑйпа илет. | Паракан — Илекен |
| 11147 | Ялтӑра пасар хӗр сутти, Нурӑс пасар пуҫ сутти. | Паракан — Илекен |
| 11148 | Япала илнӗ чух куҫ карта хыҫне каять. | Паракан — Илекен |
| 11149 | Япала илнӗ чух куҫ сысма каять теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11150 | Япала юс пулса тухса каять те, упа пулса кӗрет. | Паракан — Илекен |
| 11152 | Япалана илнӗ чух ҫынтан ыйтмасӑр ан ил теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11153 | Япалана пӑхмасӑр илмеҫҫӗ, укҫана шутламасӑр памаҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 11154 | Япалана хӗрхенсен хӗрлӗ йыт ҫиет тет. | Паракан — Илекен |
| 11155 | Ятне хуман ача макӑра пулать. | Паракан — Илекен |